Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
26 Июнӗн 2025, 05:50

Путинпа Лукашенко телефонпа калаҫнă

#владимирпутин

Путинпа Лукашенко телефонпа калаҫнăПутинпа Лукашенко телефонпа калаҫнă
Путинпа Лукашенко телефонпа калаҫнă
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Беларуç лидерӗ Александр Лукашенко телефонпа калаҫнă. Кун пирки июнӗн 24-мӗшӗнче БелТА агентство Беларуç лидерӗн пресс-служби пӗлтернĕ.
«Беларуçпа Раҫҫей президенчӗсен телефон калаҫӑвӗ июнӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ», - тенӗ заявленире.
Палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыври лидерсем Еврази экономика союзӗн (ЕАЭС) пулас саммитне, ҫавӑн пекех Беларуçпа Раҫҫей союзлӑ повесткине сӳтсе явнӑ. Кунсӑр пуҫне, Путинпа Лукашенко Украинӑри тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи лару-тӑру пирки пӗр-пӗринпе калаҫнă.
 
«Александр Лукашенкопа Владимир Путин ҫывӑх вӑхӑтра Минскра тӗл пулсан тата тӗплӗнрех сӳтсе явма калаҫса татӑлнӑ», - тет БелТА.
 
Кремльте Раҫҫей лидерӗ унӑн Беларуç ӗҫтешӗпе калаҫнине ҫирӗплетнӗ. Путинпа Лукашенко пӗтӗм тӗнче тата регион проблематикине сӳтсе явнине тата шухӑш-кӑмӑла малалла тӑсма калаҫса татӑлнине палӑртнӑ.
 
 
 
Путинпа Лукашенко телефонпа калаҫнă
Путинпа Лукашенко телефонпа калаҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас