#владимирпутин
Кремльте Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫее ӗҫлӗ визитпа килнӗ Кыргызстан Республикин Президенчӗпе Садыр Жапаровпа калаҫу ирттернĕ.
Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, " чи малтанах, экономика сферине палӑртмалла. Ку енӗпе ырӑ та ҫирӗп динамика пур. Иртнӗ ҫулта тавар ҫаврӑнӑшӗ 11 процент ытла ӳснӗ, кӑҫалхи пӗрремӗш тӑватӑ уйӑхра вара 17 процентран ытларах ӳснӗ. Ҫапла вара эпир кирлӗ кӑтартусене пурнӑҫлатпӑр тесе ҫирӗплетсе калама пулать.
Раҫҫей компанийӗсем чылайăшĕ Кыргызстан территорийӗнче хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. Раҫҫей Кыргызстан енри суту-илӳпе экономика партнерӗсен хушшинче малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать, ҫакна пирӗн малашлӑхри ӗҫтешлӗх планӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ".
Сӑнӳкерчӗкĕ: Григорий Сысоев, Новости РИА.
Ҫӑлкуҫ: http://kremlin. ru/events/president/news/77342