+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Турци президенчӗ Реджеп Тайип Эрдоган пур ыйтупа та ҫыхӑну тытма калаҫса татӑлнӑ тесе пӗлтерет Кремлӗн пресс-служби.
«Икӗ енлӗ ҫыхӑнусене малалла аталантармалли чылай ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Сӑмахран, июнӗн 27-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейпе Турци правительствисен хушшинчи комиссийӗн ларӑвне лайӑх хак панӑ. Владимир Путинпа Реджеп Тайип Эрдоган хускатнӑ пур ыйтупа та ҫыхӑну тытма калаҫса татӑлнӑ", — тенӗ хыпарта.
Новости РИА.
https://ria.ru/20250718/kontakt-2030042487.html