#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин экстремизм ӗҫ-хӗлне хирӗҫ кӗрешмелли мерӑсене право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырассине лайӑхлатакан саккуна алӑ пуснӑ. Халӗ экстремистла ӗҫшӗн ертӳҫе, никӗслевҫе е хутшӑнакана кӑларнӑ приговор пирки организаци экстремистла статус илме пултарать.
Федераци саккунне Патшалӑх Думи 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йышӑннӑ, ăна Федераци Канашӗ утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ырланӑ.
«Саккунпа «экстремистла организаци» ӑнлава уҫӑмлатаҫҫӗ, ӑна та экстремистла пӗрлӗх ҫавӑн пек пӗрлӗх йӗркеленӗшӗн, ӑна ертсе пынӑшӑн е унта хутшӑннӑшӑн ҫын тӗлӗшпе саккунлӑ вӑя кӗнӗ айӑплав приговорне тӗпе хурса йышӑнаҫҫӗ. Кун пек пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлне чармалла пулать»,-тесе палӑртнă патшалӑхпа право управленийӗн справкинче.