#владимирпутин
Кун пирки США президенчӗ Fox News телеканала панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
США президенчӗ Дональд Трамп питех каясшӑн мар, анчах Владимир Путинпа Владимир Зеленскийĕн тӗлпулӑвне кайма хатӗрленет. Ҫакна Америка лидерӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Аляскӑра иртнӗ саммитра калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Трамп каланӑ тӑрӑх, халӗ виҫӗ енлӗ тӗлпулу йӗркелесси пырать.
«Халӗ вӗсем Зеленский, Путин президент тата ман хушӑра тӗлпулу йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ, — тенӗ Трамп Fox News телеканала панӑ интервьюра. — Эпӗ унта пуласшӑн мар, анчах манӑн унта пулма тивет, ӗҫ ăнасса шанас килет. Пирӗн ҫакна тума самаях лайӑх шанӑҫ пур».
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА.