#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин унӑн Бразилири ӗҫтешӗпе Луис Инасиу Лула да Силвӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра диалога аталантарас тӗлӗшпе икӗ ен те кӑсӑкланнине ҫирӗплетнӗ. Кун пирки ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Раҫҫейпе Бразили диалогне малалла аталантарассипе, ҫавӑн пекех БРИКС шайӗнче тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессипе икӗ енлӗн кӑсӑкланнине ҫирӗплетнӗ», - тенӗ хыпарта.
Калаҫу май икӗ ҫӗршыв ертӳҫисем Путинӑн США президенчӗпе Дональд Трамппа Аляскӑра тӗл пулнӑ тӗп кӑтартусем пирки те калаҫнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Известия/Дмитрий Коротаев.