#владимирпутин
Видео ҫырни Кремль мессенджерӗнче курӑннă.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Китай Халӑх Республикин председательне Си Цзиньпина ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ.
- Эпӗ те, пӗтӗм Раҫҫей делегацийӗ те, эпир хамӑрӑн Китай тусӗсемпе, ӗҫтешӗсемпе ҫӗнӗрен тӗл пулнӑшӑн савӑнатпӑр, - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Владимир Путин ҫӗршывсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑну Раҫҫейпе Китай ҫыхӑнӑвӗсен стратегилле характерне кӑтартса панине, вӗсем халиччен пулман ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнă.
Аса илтеретпӗр, Владимир Путин ертсе пыракан Раҫҫей делегацийӗ Китайра тӑватӑ кунлӑх визитпа пулать, унта Шанхайри ӗҫтешлӗх организацийӗн саммичӗ иртет.
Сăнÿкерчĕкĕ: видео скриншочĕ.