Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
2 Октябрӗн 2025, 05:50

Путин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑПутин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑ
Путин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑ
#владимирпутин
Владимир Путин Президент юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май харпӑр йыш лайăх вӗреннине, ҫирӗп пулнине палӑртнӑ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗ (СВО) пынӑ вӑхӑтра.
 
«Хисеплӗ юлташсем! Сире Типҫӗр  ҫарĕсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп. <...> Паян эсир умӗнхи паттӑрсен йӑли-йӗркине тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ, присягӑпа тивӗҫе ялан парӑннине, пысӑк вӗреннипе ҫирӗплӗхне, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра та кӑтартатӑр», - тенӗ Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пичетленнӗ саламра.
 
Президент хальхи ҫар ҫыннисем Типçӗр  ҫарĕсен историне тата маларахри ҫынсен ҫитӗнӗвӗсене хисепленине палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ҫул нацизма ҫӗнтернӗ ветерансен тӳпине уйрӑмах палӑртнӑ. Вӑл Типҫӗр ҫарĕсен харпӑр йышӗ професси шайне ӳстерсех пырасса, Раҫҫейӗн наци интересӗсене хӳтӗлессе те шаннине пӗлтернӗ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Константин Михальчевский.
 
 
Путин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑ
Путин Типҫӗр ҫарӗсене саламланӑ май ҫарӑн пысӑк вӗренӗвне, ҫирӗплӗхне палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас