#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 2-мӗшӗнче «Валдай» дискусси клубӗн уй-хирӗнче Серб Республикин президенчӗпе Милорад Додикпа тӗлпулу ирттернӗ.
«Хисеплӗ господин президент, ку хутӗнче Сочири «Валдай клубӗн» уй-хирӗнче тӗл пулнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Нумаях пулмасть кӑна эсир уява — Сербсен пӗрлӗхӗн кунне - паллӑ турӑр. Сентябрӗн 15-мӗшӗнче. Эпӗ сире саламласшӑн», - тенӗ Путин.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Додик Раҫҫейпе хутшӑнусем йӗркелеме нумай ӗҫ тунине палӑртнӑ.
Серб Республикин ертӳҫи хӑй те форумра пулма пултарнӑшӑн савӑннине палӑртнă. Маларах, май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, «витӗмлӗ» Ҫӗнтерӳ парадӗнче пулнине те аса илтернӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/