#владимирпутин
Раҫҫей ертӳҫи Владимир Путин октябрӗн 8-мӗшӗнче Таджикистан президентне Эмомали Рахмона таджиксен историйӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке парнеленӗ.
Вӑл «Таджиксем» ятлӑ кӗнекене пурӗ те 25 экземпляр ҫеҫ кӑларнине, унти историе лайӑх ҫырса кӑтартнине палӑртнă.
«Таджик халӑхӗн историйӗпе, антропологийӗпе, демографийӗпе, этнографийӗпе ҫыхӑннӑ материалсен тӗп пӗтӗмлетӗвӗсем пулса тӑракан чӑн-чӑн наука ӗҫӗ. Лайӑх, пысӑк шухӑшлӑ», - пӗлтернӗ Путин.
Рахмон вара парнеленӗ кӗнекене чи лайӑх парне тенӗ.
Путин çав кунах Таджикистана патшалӑх визичӗпе ҫитнӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗн самолечӗ Душанбе аэропортне анса ларнӑ. Путина самолет трапӗ патӗнче Рахмон кӗтсе илнӗ. Президентсем пӗр-пӗрне алă парса чӑмӑртанă тата ыталанса илнĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/