#владимирпутин
«Раҫҫей – Тӗп Ази» иккӗмӗш саммита хутшӑнакан патшалӑхсен пуҫлӑхӗсем пӗрле сӑнӳкерчĕк тунă. Кун пирки юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кремлӗн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Душанбене «Раҫҫей — Тӗп Ази» иккӗмӗш саммита хутшӑнма килнӗ, унта регионти ҫӗршывсен хушшинчи хутшӑнӑва тарӑнлатас ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ.
Таджикистанра иртекен саммита Раҫҫей, Таджикистан, Казахстан, Киргизи, Туркменистан тата Узбекистан ертӳҫисем хутшӑнӗҫ. Патшалӑх пуҫлӑхӗсем суту-илӳпе экономика, финанс, промышленноҫ, логистика, энергетика тата ытти сферӑра килӗштерсе ӗҫлессине малалла ӳстерессине сӳтсе явӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru