Çутă çул
-32 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
17 Октябрӗн 2025, 10:56

Трамп Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ

#владимирпутин

Трамп Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ
Трамп Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ
#владимирпутин
США президенчӗ Дональд Трамп Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шанать. Кун пирки вӑл юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Эпӗ икӗ эрне хушшинче е ҫавӑн пекрех — самай хӑвӑрт тейӗттӗм», — хуравланӑ Америка лидерӗ журналистӑн  ыйтӑвне.
США патшалӑх секретарӗ Марко Рубио РФ МИД пуҫлӑхӗпе Сергей Лавровпа тӗл пулма хатӗрленнине те палӑртнă вӑл. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗлпулу кӗҫех пулмалла ӗнтӗ, мӗншӗн тесен халӗ ӑна ирттермелли вӑхӑтпа вырӑн пирки килӗшсе татӑлаҫҫӗ.
Ҫак кун маларах Трамп Венгрире Путинпа тӗл пулассине пӗлтернӗ, Раҫҫей Президенчӗпе иртнӗ телефон калаҫӑвне тухӑҫлӑ тенӗ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: TASS/AP/Julia Demaree Nikhinson.
 
 
 
 
Трамп Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ
Трамп Путинпа Будапештра икӗ эрне хушшинче тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас