#владимирпутин
Мускавра Казахстан президенчӗн Касым-Жомарт Токаевăн икӗ кунлӑх патшалӑх визичӗ иртет. Кремльте вӑл Владимир Путинпа тӗл пулнӑ.
Раҫҫей ертӳҫи ӗҫтешне визитшӑн тав тунӑ, ҫакӑн пек официаллӑ мероприятисем патшалӑхсем хушшинчи хутшӑнусемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ҫулталӑка ӑнӑҫлӑ вӗҫлессе, малашлӑх планӗсене тӑвасса шаннине пӗлтернӗ.
Токаев, хӑй черетӗнче, ӑшшӑн йышӑннӑшӑн тав тунă, икӗ енлӗ ҫыхӑнусен стратегиллӗ тата союзлӑ характерне палӑртнă. Вӑл ҫӗршывсен хушшинче пысӑк ыйтусем ҫуккине, сиксе тухакан ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса панине пӗлтернӗ.
Визитӑн пӗрремӗш пайӗ официаллӑ мар лару-тӑрура иртнӗ. Иккӗмӗш кунне икӗ енлӗ хутшӑнусен пӗтӗм спектрӗ, ҫав шутра политика, экономика тата культура ылмашӑвӗ пирки калаҫу ирттерме палӑртнӑ. Визит пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх документсен пакетне алӑ пусма палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru сайтран.