#владимирпутин
Беларуç ертӳҫи Александр Лукашенко Раҫҫей Президентне Владимир Путина Украинӑри хирӗҫӗве йӗркелес тӗлӗшпе калаҫăва Минскра ирттерме сӗннӗ. Кун пирки чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче БелТА агентство пӗлтернӗ.
«Енчен те сирӗн каллех Минска таврӑнас кӑмӑл пулсан эпир яланах хатӗр», — пӗлтерет Лукашенко сӑмахӗсене кӑларӑм Telegram-каналĕ.
Ҫав кунах Путинпа Лукашенко Бишкекри «Ала-Арча» патшалӑх резиденцинче тӗл пулнӑ. Мероприяти РФ Президенчӗ Кӑркӑстанра ноябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен пыракан патшалӑх визичӗпе килӗшӳллӗн иртет. Маларах Путин Кӑркӑстан президенчӗпе Садыр Жапаровпа калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1997240/2025-11-26/lukashenko-predlozhil-putinu-provesti-peregovory-po-ukraine-v-minske