#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кӑркӑсстана республикин тӗп улинчен Бишкекран тухса кайнӑ. Аэропортра ӑна ҫӗршыв президенчӗ Садыр Жапаров ăсатнă. Кун пирки ноябрĕн 27-мӗшӗнче Кремль пресс-служби хӑйӗн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ.
Вӗҫсе каяс умӗн Путинпа Жапаров пӗр-пӗрин аллисене чӑмӑртаса ыталанă. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Президенчӗ кӑркӑссен ертӳҫине самолет ҫине хӑпарас умӗн тем каланă.
Вӗҫсе каяс умӗн Путин Кӑркӑсстана кайса килнипе журналистсемпе пресс-конференци ирттернӗ. Сӑмахран, вӑл Коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх договорӗн организацийӗн (ОДКБ) ӗҫӗ хальхи канӑҫсӑр условисенче ҫирӗплӗх элеменчӗ пулнине палӑртнă. Путин тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшалпа ОДКБ партнерӗсемпе пайлама хатӗррине ҫирӗплетнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1998186/2025-11-27/putin-zavershil-svoi-vizit-v-kirgiziiu