#владимирпутин
«Раҫҫей чӗнет!» форумра Президент ку сферӑри тӗп ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа панă, ҫӗнӗ тӗллевсем лартнă.
Владимир Путин хальхинче ларӑва пухӑннӑ ҫынсене — вӗсен хушшинче ҫӗршер предпринимателе, тӗнчери вуншар патшалӑхран килнӗ инвесторсене — ҫӗршыври отрасль мӗнле лару-тӑру пулнине уҫҫӑн каласа пама шутланă. Паян хальхи тӗнче пысӑк турбулентлӑхĕпе палӑрса тӑрать, ӑна чылай чухне Анӑҫри хӑш-пӗр патшалӑхсем конкурентлӑ мар кӗрешӳ мелӗсемпе хӗтӗртнӗ, асӑрханӑ вӑл. Сӑмахран, вӗсем никама пӑхӑнман политика тытса пыракан суверенлӑ ҫӗршывсене пусарма, урӑхла тӗрӗссипе каласан, конкурентсене пӗтерме саккунсӑр пӗр енлӗ чарусем кӗртеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/78631/photos