Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
11 Декабрӗн , 12:05

Путин РФ тата Индонези энергетика енӗпе лайӑх хутшӑннине палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин РФ тата Индонези энергетика енӗпе лайӑх хутшӑннине палӑртнӑ
Путин РФ тата Индонези энергетика енӗпе лайӑх хутшӑннине палӑртнӑ

#владимирпутин
Раҫҫейпе Индонези энергетика енӗпе лайӑх ҫыхӑну тытаҫҫӗ, ҫав шутра атом генерацийӗ те. Кун пирки декабрĕн 10-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн Индонези ӗҫтешӗпе Прабово Субиантопа калаҫнӑ чухне пӗлтернӗ.
«Кӑҫал эпир дипломати хутшӑнӑвӗсем 75 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр <...> Энергетика енӗпе пирӗн перспективӑсем питӗ лайӑх, атом генерацине те кӗртсе», — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Путин Раҫҫей Индонезин атом энергетикине аталантарас ӗҫе хутшӑнма хатӗррине ҫирӗплетнӗ, енчен те Джакарт май пур тесе шутлать пулсан. Ҫӗршывсен хушшинчи хутшӑнусем йӑлана кӗнӗ йӗркепе шанчӑклӑ пулнине, уйрӑмах ҫарпа техника хутшӑнӑвӗн сферинче, палӑртнă вӑл.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/

https://iz.ru/2005702/2025-12-10/putin-otmetil-khoroshie-otnosheniia-rf-i-indonezii-v-oblasti-energetiki

 

Путин РФ тата Индонези энергетика енӗпе лайӑх хутшӑннине палӑртнӑ
Путин РФ тата Индонези энергетика енӗпе лайӑх хутшӑннине палӑртнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас