#владимирпутин
Казахстан лидерӗ Касым-Жомарт Токаев декабрĕн 22-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ вӑхӑтра 2025 ҫула Казахстанпа Раҫҫей хутшӑнӑвӗшӗн ӑнӑҫлӑ тесе палӑртнӑ.
«Икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки калас пулсан, ку ҫул ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Икӗ енлӗ хутшӑнусем ҫӳлелле хӑпарса пыни пирки пĕр иккӗленмесӗрех калама пулать», — каласа кӑтартнă вӑл.
Вӑл ҫавӑн пекех Раҫҫейпе стратегилле партнерлӑх тата союзлăх шайӗнче килӗштерсе ĕҫлесси Казахстаншӑн приоритет пулнине аса илтернӗ. Токаев икӗ ҫӗршыв пӗр-пӗринпе, уйрӑмах икӗ ҫӗршыв гражданӗсен кулленхи пурнӑҫне пырса тивекен ыйтусенче, пӗр-пӗринпе пурӑннин пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, килӗштерсе ӗҫлени тата пӗрле ӗҫлени Казахстан тата Раҫҫей халӑхӗсен тӗп интересӗсене туллин тивӗҫтерет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.