Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Кӑрлач , 10:36

Путин тӗнчери ӗҫсенче ООН рольне ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ

#владимирпутин

Путин тӗнчери ӗҫсенче ООН рольне ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ
Путин тӗнчери ӗҫсенче ООН рольне ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ

#владимирпутин
Раҫҫей тӗнчери ӗҫсенче ООН тӗп рольне ҫирӗплетессишӗн тӑрать. Кун пирки январӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ют патшалӑхсен посолĕсем шанӑҫ грамотисене панӑ церемонире пӗлтернӗ.
Вӑл РФ нумай полярлӑх идейисене ҫирӗп пӑхӑннине палӑртнӑ.
"Раҫҫей иртнӗ ҫулта хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ ООН тӗнче ӗҫӗсенче тӗп тата кирлĕ роле ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшать", - тесе пӗлтернӗ вӑл.
Вӑл сакӑр вунӑ ҫул каяллах тӗнчери хутшӑнӑвӑн никӗс правилисемпе принципӗсем пирки калаҫса татӑлма май килнине аса илтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, документӑн тӗп положенийӗсем — пӗртанлӑх, суверенитета хисеплени, шалти ӗҫсене хутшӑнманни — хальхи вӑхӑтра хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатмаҫҫӗ.
Хӑрушсӑрлӑх, патшалӑх пуҫлӑхӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, пур енлӗ пулмалла, хӑш-пӗр патшалӑхшӑн ӑна ыттисен шучӗпе тивӗҫтермелле мар.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru
https://iz.ru/2025219/putin-ukazal-na-neobkhodimost-ukrepleniia-roli-oon-v-mirovykh-delakh-izi

 

 

 

Путин тӗнчери ӗҫсенче ООН рольне ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ
Путин тӗнчери ӗҫсенче ООН рольне ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас