#владимирпутин
Путин: Раҫҫейпе ОАЭ партнерлӑхӗ кал-кал аталанать.
Раҫҫейпе Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен (ОАЭ) партнерлӑхӗ кал-кал аталанать, нумай планлӑ тата пӗр-пӗрне усӑллӑ характерлӑ. Кун пирки январӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ОАЭ ӗҫтешӗпе Бен Заид Аль Нахайянпа тӗл пулнӑ май пӗлтернӗ.
«Эпир сирӗн Раҫҫей-Эмират стратегиллӗ партнерствин пӗтӗм комплексне аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнине пысӑка хурса хаклатпӑр, вӑл нумай планлӑ тата икӗ енлӗ усӑллӑ характерлӑ, кал-кал аталанать», - тенӗ Путин.
Президент ОАЭ Раҫҫейӗн араб тӗнчинчи пӗлтерӗшлӗ суту-илӳ партнерӗ пулнине, икӗ енлӗ тавар ҫаврӑнӑшӗ ҫирӗппӗн ӳснине палӑртнӑ.
Путин Мускавпа Абу-Даби технологипе промышленность сферисенче ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех энергетикӑра пуҫарусем аталанаҫҫӗ, гуманитари ҫыхӑнӑвӗсем иртеҫҫӗ, пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей Президенчӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2033508/putin-otmetil-dinamichnoe-razvitie-otnoshenii-rossii-i-oae-izi