#владимирпутин
Раҫҫей ҫарпа техника ӗҫтешлӗхӗн продукцине 2025 ҫулта тӗнчери 30 ытла ҫӗршыва ҫитернӗ. Кун пирки январӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ВТС ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Ҫар тӗллевӗллӗ Раҫҫей продукцине иртнӗ ҫул тӗнчери 30 ытла ҫӗршыва ҫитернӗ, валюта тупӑшӗн сумми 15 миллиард доллартан та иртнӗ», — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек финанс кӑтартӑвӗсем оборона-промышленноҫ комплексӗн (ОПК) предприятийӗсене модернизацилеме хушма укҫа-тенкӗ яма май параҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2034495/2026-01-30/putin-soobshchil-o-postavkakh-rossiiskoi-voennoi-produktcii-v-bolee-30-stran-mira