#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин февралĕн 10-мӗшӗнче Кӑнтӑр Африка Республикин (ЮАР) президенчӗпе Сирил Рамафоспа телефонпа калаҫнӑ май Украина таврашӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
«Украинӑри лару-тӑрăва та хускатнӑ», — тенӗ Кремль сайтӗнче.
ЮАР лидерӗ хирӗҫӗве политикӑпа дипломати тӗлӗшӗнчен майлаштарма пулӑшнине палӑртнӑ. Президентсем, уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, тӗнчери ҫивӗч повестка пирки шухӑшсемпе ылмашӑннӑ, ҫавӑн пекех хӑйсен патшалӑхӗсене G-20 тата БРИКС шайӗнче координацилессине сӳтсе явнӑ.
Унсӑр пуҫне Путин тата Рамафоса суту-илӳпе экономика тата инвестици облаҫӗсенче Раҫҫейпе Кӑнтӑр Африкӑри пур енлӗ стратегиллӗ партнерлӑх ҫулӗпе пӗр-пӗрне усӑллӑ килӗштерсе ӗҫлессине малалла аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /POOL/Гавриил Григоров.
https://iz.ru/2040259/2026-02-10/putin-obsudil-s-prezidentom-iuar-situatciiu-vokrug-ukrainy