#владимирпутин
РФ правительствине ҫӗршыв Евросоюзӑн (ЕС) газ рынокӗнчен тухса кайнине тишкерме хушӗҫ, анчах ку шухӑш хальлӗхе «саспа шухӑшлани» пулса юлать. Кун пирки мартăн 4-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Правительствӑна пирӗн компанисемпе пӗрле ҫак ыйтӑва ӗҫлеттерме шантаратӑпах», - тенӗ вăл «Вести» ИС журналистне Павел Зарубина.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Европӑн энергоресурссен сферинчи политикин ҫак ҫӗршывсенчи халӑхсен интересӗсемпе пӗр ҫыхӑну та ҫуккине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах Путин Венгри тата Словаки пек шанчӑклӑ партнерсемпе малалла тачӑ ҫыхӑну тытас шухӑшлине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсен ертӳлӗхӗ унчченхи политикӑна тытса пырсан РФ вӗсене нефть тата газ парса тӑрассине малалла тӑсать.
https://iz.ru/2053493/putin-soobshchil-o-rabote-rossii-s-nadezhnymi-partnerami-vengrii-i-slovakii-izi