

#владимирпутин
Православи Мӑнкунӗ пуҫланнӑ май Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен Аслӑ главнокомандующийӗ 2026 ҫулхи апрелӗн 11-мĕшĕнчи 16:00 сехетрен пуҫласа апрелӗн 12-мӗшӗнчи талӑк вӗҫлениччен пеме чарас йӗркене кӗртме йышӑннӑ.
Оборона министрне Андрей Белоусова тата Генштаб начальникне, Ҫарсен Пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн командующине Валерий Герасимова фронтӑн пур участокӗсенче те ҫак тапхӑрта вӑрҫӑ ӗҫӗсене чарса лартма хушнӑ. Кун пек чухне Раҫҫей подразделенийӗсен тӑшман енчен кирек мӗнле провокацисемпе агрессивлӑ утӑмсене те ҫийӗнчех чарма хатӗр пулмалла.
Мускавра украина енӗ те ҫапӑҫусенчен пӑрӑнасса, Раҫҫейрен тӗслӗх илессе кӗтеҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-04-10/v-zone-svo-priostanovyat-boevye-deystviya-na-vremya-pashi-4646816