Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
7 Майӑн , 05:44

Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янă

#владимирпутин

Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янăВучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янă
Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янă


#владимирпутин
Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗпе салам пани ҫинчен пӗлтернӗ.
Серби президенчӗ Александр Вучич РФ посолĕ Александр Боцан-Харченко урлӑ Раҫҫей ӗҫтешӗ Владимир Путина ҫыру панӑ, унта майăн 9-мӗшӗнче фашизма Ҫӗнтернӗ кунпа саламланине пӗлтернӗ. Дипломат майăн 6-мӗшӗнче Белградра Серби лидерӗ патӗнче йышӑнура пулнӑ.
«Посола эпӗ РФ президенчӗ Владимир Путин валли ҫыру патӑм, ӑна Çӗнтерӳ кунӗпе, этемлӗх историйӗнчи чи ҫутӑ уявсенчен пӗринпе саламларӑм, Майӑн 9-мӗшӗ пирӗн халӑхсен никамапӑхӑнманлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн ӗмӗрхи символӗ пулса юлать», - пӗлтернӗ Вучич Instagramри хăйĕн страницинче.
Вучич палӑртнӑ тӑрӑх, Сербин тивӗҫӗ — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӗрӗслӗхшӗн, чӑнлӑхшӑн пурнӑҫне панӑ мӗнпур вилнисене асра тытасси. Серби лидерӗ ҫӗршыв историе ҫӗнӗрен ҫырма хӑтланнине çул памассине палӑртнӑ.

https://iz.ru/2092036/2026-05-06/vuchich-soobshchil-o-peredache-putinu-pozdravleniia-s-dnem-pobedy

 

Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янă
Вучич Путина Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе салам янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас