Çутă çул
+13 °С
Облачно
Политика
4 Июня , 06:49

Танзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗ

#владимирпутин

Танзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗТанзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗ
Танзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗ

#владимирпутин
Танзани президенчӗ Самия Сулуху Хассан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей ертӳҫипе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ май вӑл Раҫҫее килсе кайни историллӗ пулнине пӗлтернӗ.
«Эпӗ килсе кайни историлле пӗлтерӗшлӗ. Маншӑн та, пӗтӗм ҫӗршывшӑн та, мӗншӗн тесен Раҫҫее патшалӑх визитне тунӑранпа пӗр ӗмӗр ытла иртнӗ», — палӑртнă вӑл.
Танзани ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗршывсен икӗ енлӗ ӗҫтешлӗхне, ҫавӑн пекех халӑхсен ҫирӗп аталанӑвне сӳтсе явма килнӗ. Хасан Раҫҫее чӗннӗшӗн чун-чӗререн савӑннине хушса хунă. Тараватлӑхшӑн, ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн те тав тунă вӑл.
Хассан ҫулҫӳрев шайӗнче ҫӗршывра ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен пулассине палӑртаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2108517/2026-06-03/prezident-tanzanii-khassan-nazvala-svoi-vizit-v-rossiiu-istoricheskim

 

Танзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗ
Танзани президенчӗ Хассан Раҫҫее килсе кайнине историллӗ тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас