

#владимирпутин
Вьетнам Раҫҫейӗн шанчӑклӑ партнерӗ тата союзникӗ шутланать. Кун пирки июнĕн 18-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин республикӑн Премьер-министрӗпе Ле Минь Хынгпа тӗл пулнӑ май пӗлтернӗ.
«Вьетнам вӑл — пирӗн тахҫанхи шанчӑклӑ юлташ та, юлташ кӑна мар, союзник та», — палӑртнă вӑл.
Раҫҫей лидерӗ каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейпе Вьетнамӑн пур енлӗ стратеги партнерлӑхӗн хутшӑнӑвӗсем туслӑхӑн ҫирӗп йӑли-йӗркине, ҫавӑн пекех шанӑҫа тата пӗр-пӗрне пулӑшассине тӗпе хураҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2117725/2026-06-18/putin-nazval-vetnam-nadezhnym-partnerom-i-soiuznikom-rossii