Çутă çул
+9 °С
Облачно
Политика
19 Июня , 06:17

Радий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑ

Июнĕн 18-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Танзанин пӗрлешӳллӗ Республикин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолӗпе Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗлпулу ирттернӗ.

Радий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑРадий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑ


Июнĕн 18-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Танзанин пӗрлешӳллӗ Республикин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолӗпе Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗлпулу ирттернӗ.
Тӗлпулура регионпа Танзани хушшинчи суту-илӳпе экономика, инвестици, вӗренӳ тата гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас ыйтусене тӗп тимлӗх уйӑрнӑ.
Радий Хабиров Пушкӑртстан Африка патшалӑхӗсемпе тӗрлӗ енӗпе хастар ӗҫлессипе кӑсӑкланнине палӑртнă. Вӑл кӑҫал Раҫҫейпе Танзани дипломати хутшӑнӑвӗсем 65 ҫул тултарнине паллӑ тунине, Пушкӑртстан ҫӗршывсем хушшинчи экономика диалогне аталантарма хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшнине палӑртнă.
«Эпир ют ҫӗршыв партнерӗсене республика предприятийӗсен продукцине сӗнме тата промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗ, вӗрентӳ тата кадрсем хатӗрлес сферӑсенче килӗштерсе ӗҫлессине аталантарма хатӗр», – тенӗ регион ертӳҫи.
Фредрик Ибрахим Кибута республика ертӳлӗхне икӗ енлӗ ҫыхӑнусене аталантарма тимленӗшӗн тав тунӑ, Танзани партнерлӑха ҫирӗплетессипе кӑсӑкланнине палӑртнӑ.
Енсем туризм, культура тата вӗрентӳ енӗпе ҫыхӑнусене анлӑлатмалли малашлӑха сӳтсе явнă. Сӑмахран, Танзани вӗренӳ заведенийӗсем Пушкӑрт патшалӑх аграри университечӗпе килӗштерсе ӗҫлесси, академи ылмашӑвӗсем тата пӗрлехи вӗренӳ программисене пурнӑҫа кӗртесси пирки сӑмах пынӑ.

Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-06-19/radiy-habirov-vstretilsya-s-fredrikom-ibrahimom-kibutoy-4724360

 

Радий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑ
Радий Хабиров Фредрик Ибрахим Кибутӑпа тӗл пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас