Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
18 Кӑрлач 2019, 16:12

ПАРĂМСЕМ ЧИКĔ ЛЕШ ЕННЕ ЯМĔÇ

Парăмçăран тÿлемен налогсăр пуçне 200 тенкĕ госпошлина тата 2000 тенкĕ чухлĕ исполнительнăй тÿлев шыраса илеççĕ.

Налогсене вăхăтлă тÿлемен тĕслĕхре (вĕсене декабрĕн 3-мĕшĕччен тÿлемелле пулнă), тепĕр кунран пуçласа, парăм çумне тÿлемесĕр ирттерсе янă кашни куншăн пени хушăнса пырать (Российăн Тĕп банкĕн рефинансировани ставкин 1/300). Ун хыççăн налог тÿлекене налог тÿлемелли çинчен требовани ярса параççĕ. Енчен те çавăн хыççăн та парăма татмасан, налог органĕсем суда парăма физически лицо пурлăхĕн шучĕпе шыраса илесси çинчен заявлени параççĕ.


Суд приказне кăларнă хыççăн исполнительнăй листа суд исполнителĕсен Федераллă службине (ФССП) ярса параççĕ.


Енчен те парăмçă хăй ирĕкĕпе налог тÿлеме килĕшмесен, приставсем вăйпа шыраса илмелли мерăсемпе усăланма пултараççĕ, сăмахран, пурлăха арестлеме, транспорт хатĕрĕ техника тĕрĕслевне иртессине чарма, Россия Федерацийĕн тулашне тухса каяссине чикĕлеме, çаплах транспорт хатĕрĕпе çÿремелли права вăйра тăнине чарса тăма.
Читайте нас: