Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
10 Июлӗн 2019, 12:17

ПАРКСЕМПЕ СКВЕРСЕНЧЕ ÇŸП-ÇАП ÇУНТАРНĂШĂН ШТРАФ ТŸЛЕТТЕРĔÇ

ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем «Административлă закона пăсни çинчен» калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ.

Халĕ скверсемпе парксенче тата ытти обществăлла вырăнсенче çÿп-çап, çулçă, курăк, йывăç пайĕсемпе тĕмескесем çунтарнăшăн, кăвайт чĕртнĕшĕн административлă явап тыттарĕç.

- Çынсем канакан, çурт-йĕрсем ларакан вырăнсенче çÿп-çап, çулçă çунтарни çынсене чăрмантарать, сывлăха та сиен те кÿрет. Тĕтĕмĕн йÿçĕ шăрши куçа касать çеç мар, наркăмăшлă та. Унсăр пуçне кăвайт чĕртни пушар тухас хăрушлăх кăларса тăратать. Ун пек ĕçсемшĕн яваплăх тыттармаллах, - тенĕ республика парламĕнчĕн спикерĕ Константин Толкачев.

Вăл палăртнă тăрăх, йышăннă саккун обществăлла вырăнсене çеç пырса тивет. Тĕплĕнрех каласан, çÿп-çапа нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче, урамра, парксене çунтарма юрамасть. Саккуна çĕнĕлĕх кĕртни уйрăм çуртсенче пурăнакансене пырса тивмест. Апла пулин те дачăра е уйрăм хуçалăхра çÿп-çап çунтарнă чух федераллă нормативлă акт тăрăх йышăннă асăрхаттарусем çинчен манса каяс пулмасть. Уйрăмах пушара хирĕç кĕрешмелли тапхăрта.

Саккуна пăснăшăн тÿлеттермелли штраф виçисене те палăртнă. Граждансемшĕн – 500 тенкĕрен пуçласа 2000 таран, должноçри çынсемшĕн – 5 пинрен 10 пин таран, юридици сăпачĕсемшĕн – 50 пинрен пуçласа 100 пин таран. Асăннă улшăнусем çак кунсенче вăя кĕнĕ.
Читайте нас: