Вĕсем, икĕ хĕрĕпе тата упăшкипе, малтан палăртнă пек ют çĕршыва тухса тарман, Тутарстанăн тĕп хулинчи Çĕнĕ Савино районĕнче тара илнĕ хваттерте уйăх ытла пурăннă. Оперативниксем вăрă йĕрĕ çине унăн пĕр хĕрĕ урлă тухнă. Лешĕ кукашшĕ патне сывлăх пĕлмелле телефонпа шăнкăравланă.
Халĕ айăпа кĕнĕ Луиза Хайруллинана Ĕпхÿри следстви изоляторĕнчи пĕр вырăнлă камерăра тытаççĕ. Ачисене кукашшĕн аллине панă, упăшки те Салавата таврăннă.
Хальлĕхе 23 млн тенкĕ укçан шăпи паллă мар, ăна оперативниксем тупайман. Пĕр верси тăрăх, çак нухрата айăпа кĕнĕ хĕрарăмăн мăшăрĕ азартлă вăйăсем вылянă чух тăкаклама пултарнă. Çавăнпа та арçын çывăх вăхăтра Мускава кайса телевидени урлă Раççей çыннисенчен укçа-тенкĕ енчен пулăшу ыйтасшăн. Вăл юратнă арăмне ирĕксĕр хăварассинчен çăласшăн имĕш.
Саккунпа килĕшÿллĕ Луиза Хайруллинана 10 çула тĕрмене хупма пултараççĕ, ăна «Уйрăмах пысăк виçепе вăрланăшăн» статьяпа айăплаççĕ.