Регионти Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи март уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕрле вăтăра çитмен арçын тĕп хулари Калинин районĕнчи хăйĕн хваттерĕнче пĕлĕшĕсемпе ĕçкĕ кĕреки йĕркеленĕ. Унпа пĕрле уяв умĕнхи сĕтел хушшинче 36 çулхи хĕрарăмпа хĕрĕх тăххăрти арçын пулнă. Вĕсем хваттер хуçи пекех наркотик тутаннă. Кăшт вăхăт иртсен хăнасем уйрăм пÿлĕме, кухньăна, тухнă та питĕрĕнсе илнĕ, алăка диванпа тĕреленĕ. Ирхине кил хуçи кухньăна кĕрсе хăнасенчен наркотик илме хăтланнă, анчах та лешсем алăка уçман.
Хаярланса çитнĕ арçын алă айне лекнĕ бензина кухня алăкĕ умне тăкса чĕртсе янă. Çулăм хыпса илнине пĕлсе тăрсах вăл хваттертен тухса çухалнă, кĕрсе тухмалли алăка питĕрсе хăварнă. Инкеке лекнĕ çынсем хваттер пĕрремĕш хутра пулнине пăхмасăр (чÿречисем тимĕр решеткеллĕ пулнă) çулăм тыткăнне кĕрсе ÿкнĕ. Хĕрĕх тăххăрти арçын сĕрĕм газĕн шăршипе вырăнтах вилнĕ, хĕрарăм вара çунакан хваттертен тула тухса ĕлкĕрнĕ, анчах та çулăмпа çуннă сурансене пула тепĕр 20 кунран больницăра куçĕ хупăннă. Кÿршисем тĕтĕм шăршине сиссе пушар сÿнтерекенсене тата васкавлă пулăшу чĕннĕ.
Хĕрарăм вилес умĕн прокуратура ĕçченĕсене ĕç-пуç мĕнле пулса иртни çинчен каласа хăварма ĕлкĕрнĕ: хваттер хуçи чĕртсе янине, пушар службине тата шур халатлисене чĕнмесĕр преступлени вырăнĕнчен тухса кайнине.
Судра айăплакан хăйĕн алибине пĕлтернĕ – вăл пушар вăхăтĕнче магазина тухнă, çул çинче палланă çынна тĕл пулнă имĕш. Прокурор вара çак версипе килĕшмен, судпа айăплакан суйни çиеле тухнă – урамра тĕл пулнă çын преступлени пуличчен пĕр уйăх маларах çак тĕнчерен уйрăлса кайнă. Присяжнăйсен коллегийĕ те 29 çулхи арçын айăплă пулнине çирĕплетнĕ. Аслă суд ăна 17 çула ирĕксĕр хăварма йышăннă. Малашне икĕ çыннăн пурнăçне татнă хурах вăхăта çирĕп режимлă колонинче ирттерĕ.