Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Право тата закон
25 Июлӗн 2019, 13:39

Турттаракансен тахограф пулма тивĕçли çинчен закон йышăннă

Пушкăртстанăн Патшалăх Пухăвĕ «тахограф» ăнланăва тата çăк, пассажир турттаракан юридика сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсем транспорт хатĕрĕсем çине тахограф кăрса лартма тивĕç пулни çинчен ыйтăва çирĕплетекен закон йышăннă.

Республика парламенчĕн пресс-службинче закон çул-йĕр юхăмĕн хăрушсăрлăхне ÿстерме, унăн хутшăнаканĕсен пурнăçĕпе сывлăхне хÿтĕлеме тĕлленине ăнлантарса панă.

«Норма чи малтан пассажир турттаракансемшĕн çивĕч тăрать, мĕншĕн тесен унта водитель правилăсене кăштах пăсни те нумай йышлă вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Тутарстан турисчĕсен пурнăçне илсе кайна Архангельск районĕнчи инкеке пурте ас тăваççĕ пулас», — ăнлантарнă Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.

Тахографсем транспорт хатĕрĕн маршручĕ тата хăвăртлăхĕ, водительсен ĕçпе кану режимĕ çинчен информацине пĕр чарăнмасăр регистрацилеççĕ. Закона республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров алă пуснă тата официаллă йĕркепе пичетленĕ. «Тахограф» ăнланупа çыхăннă положенисем кăçал ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕреççĕ. Транспорт хатĕрĕсене çул-йĕр юхăмне хутшăнма ирĕк паракан законăн ытти нормисем августăн 4-мĕшĕнчен вăй илеççĕ.
Читайте нас: