Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
29 Июлӗн 2019, 18:22

Уфара пĕр мăшăр çемье диванĕ ăшĕнче наркотик сыхланă

Уфара наркотик сутнă тесе мăшăра тытса чарнă.

Хатĕр наркотиксене вĕсем çемье диванĕнче упранине тупса палăртнă. Шăпах çавăнта полици ĕçченĕсем наркотиксен пысăк партине — 4 кг ытла — тупнă.

Республикăн Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне контроллекен управлени ĕçченĕсем çемье мăшăрĕ темиçе уйăх тăршшĕ синтетика наркотикĕсен курттăм партине интернет урлă сутнине тупса палăртнă.

ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх çемье мăшăрĕ Уфапа Иглин районĕнче закона пăсса «синтетика» сутассипе бизнес йĕркеленĕ. 37 çулхи арçынпа 34 çулхи херарăм наркотиксене курттăм партипе (100 грамран пуçласа 500 грамм таранччен) туяннă. Унтан вĕсене пĕчĕк виçесене пайласа вăрттăн вырăнсене хунă.

Арçынпа хĕрарăма тытса чарсан полици ĕçченĕсем вĕсенче 14 грамм ытла наркотик тупнă. Шырав ĕçĕсем вăхăтĕнче сутма чарнă тавара пĕчĕк виçене уйăрма валли усă куракан япаласем тупнă. Мăшăр официаллă йĕркепе пилĕк çул ытла пĕрле пурăнать тата пĕри те ниçта та ĕçлемест. Пурăнма валли укçа-тенкĕ вĕсем наркотик сутса тунă. Арçынни наркотик çаврăнăшĕн сферинче закона пăснишĕн маларах судпа айăпланнă пулнă.

Малашне упăшкипе арăмĕ суд процесĕнче кăна тĕл пулма пултарĕç. Машăра тытса хупнă.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: