Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Сентябрӗн 2019, 13:30

ЗАКОНА ПУРТЕ ПĂХĂНМАÇÇĔ

Алкоголь продукцине вăхăтлăха сутма чарни çинчен закона пăснă пулăм тупса палăртнă.

Пушкăртстан Республикин «Пушкăртстан Республикинче этил спирчĕ, алкоголь тата спирт тытăнса тăракан продукци туса кăларакан тата сутакан сферăра ĕç-хĕле йĕркелесси çинчен тата алкоголь продукцине вăхăтлăха ĕçме чарасси çинчен» Законпа килĕшÿллĕн Пĕлÿ кунĕнче (сентябрĕн 1-мĕшĕнче, енчен те çак кун вырсарникуна тÿр килсен, сентябрĕн 2-мĕшĕнче) алкоголь продукцине сутма юрамасть.

Сентябрĕн 2-мешĕнче «Халăх контролĕ» «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕн» представителĕсемпе пĕрле, законлăха сыхлакан органсемпе алкоголь продукцине вăхăтлăха сутма чарнине пăхăнман пулăмсене тупса палăртассипе рейд ирттернĕ. Пурĕ те çичĕ точка тĕрĕсленĕ.

Сетьлĕ лавккасенче кĕмелли алăксем, сутă сĕтелĕсем çинче çак кун алкоголь продукцине сутманнине пĕлтерекен информаци пулнине палăртмалла. Закона пăхăннă, алкоголь продукцине сутман.

Апла пулин те «Халăх контролĕ» рейд вăхăтĕнче пĕр уйрăм предприниматель пиво сутнă факта полици ĕçченĕсемпе пĕрле тупса палăртнă. Закона пăснă çыннăн штраф тÿлеме тивет.

Ирина ФОМИНА.

Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас: