Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын 2011—2012 çулсенче Атăлçи тата Урал федераллĕ округсен территорийĕсенче преступленисем тунă. Вăл 30 ытла çынна вĕлернĕ.
Çын вĕлерекен яланах пĕччен, «хрущевкăсенче» пурăнакан 75—90 çулсенчи хĕрарăмсене суйланă. Вăл хăйне социаллă службăсен е коммуналлă хуçалăх службисен сотрудникĕ вырăнне хурса хваттере кĕнĕ те хуçисене пăвса вĕлернĕ.
Вĕлернисен пурлăхне вăрласси преступникшăн пĕлтерĕшлĕ мар, палăртать следстви.
Палăртнă тăрăх, çын вĕлерекен пулма пултаракан — 20—35 çулсенчи арçын, вăтам пÿллĕ (175 см), типшĕм, çирĕп пÿ-силлĕ, хула çынни, тулли мар çемьере е ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ, социаллă статусĕ тата тулăх пурнăç шайĕ çÿллĕ мар, криминаллă опычĕ пур, вăтам пĕлÿ илнĕ.
Шыракан çын çинчен мĕнле те пулин информаци пур пулсан, Екатеринбургри Следстви комитечĕн следстви органĕсене шăнкăравлама ыйтаççĕ — (343) 297-71-85, е талăкĕпе ĕçлекен Свердловск облаçĕнчи Раççей МВД ГУ шанăç телефонĕпе — 8(343)358-71-61.
Раççей МВД Тĕп аппарачĕ преступника тупма конкретлă пулăшу паракана виçĕ миллион тенкĕ тÿлеме пулать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.