Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Октябрӗн 2019, 16:17

Уфара полицейскине тапăннă тата наркотиксем сутнă арçынна судпа айăпланă

Пушкăртстанăн Верховнăй сучĕ 25 çулхи Таджикистан гражданинĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă, ăна 15 çула çирĕп режимлă колонире ирттерме ирĕкрен хăтарнă.

Арçын закона пăсса наркотик тытăнса тăракан веществосем сутнăшăн тата право йĕркине хÿтĕлекен орган сотрудникне вĕлерме хăтланнăшăн айăплă тесе йышăннă.

Тĕпчев даннăйĕсем тăрăх, пĕлтĕр сентябрьте айăпланакан Дюртюли хулинчи гараж кооперативĕсенчен пĕринче вăрттăн çĕрсене наркотик тытăнса тăракан япаласем пытарнă.

Преступнике тытнă вăхăтра вăл тарса пытанма хăтланнă тата полици сотрудникне кăкăрĕнчен тата хырамĕнчен темиçе хут çĕçĕпе чикнĕ. Полицейскине пулăшма унăн ĕçтешĕ килсе ĕлкĕрнĕ.

Таджикистан гражданинĕ хăйĕн айăпне тулли мар йышăннă. Суд ăна 15 çул çирĕп режимлă юсав колонинче ирттермелле тесе приговор йышăннă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: