Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
4 Декабрӗн 2019, 18:44

Ашшӗ хӗрне кавир ҫине сӗткен тӑкнӑшӑн хӗненӗ

Упӑшки 11 ҫулти хӗрне хӗнени пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ.

Ку ӗҫ Следстви комитетне кӑсӑклантарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ҫемьерен уйрӑм пурӑнать, тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшать.

Чăваш Енри 33 ҫулти арҫын ҫур ҫулта 11 ҫулти хӗрне виҫӗ хутчен хӗненӗ. Малтан ача кавир ҫине сӗткен тӑкса янӑ, тепрехинче килти йытта хӳтӗлеме тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче хӗрача ашшӗне эрех ĕçме пăрахма ыйтнӑ.

Амӑшӗ чӑтайман — полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ытти тӗслӗхе те тупса палăртнă. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.

Халӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнакан арҫын эрех ӗҫме пӑрахнӑ-мӗн.

#Улатӑр, #ачасем, #полици, #Следстви комитечӗ, #судсем
Читайте нас: