Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
26 Декабрӗн 2019, 16:05

Пушкăртстанра суррогат тунă тата сутнă самантсем çинчен пĕлтернĕшĕн тÿлеме пуçлаççĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн секретарĕ Радий Хабиров закона пăсса суррогат кăларакансем тата сутакансем çинчен информацишĕн тÿлеме пуçласси çинчен пĕлтернĕ.

Кăларакансем пирки тÿлев — 50000 тенкĕ, сутакансем пирки — 2000 тенкĕ. «Каласа параканăн ятне-хушаматне никама та пĕлтермессине тата чăннипе те тÿлессине гарантилетпĕр. Кăçал çак енĕпе çине тăрса ĕçленине пула ĕçке пула 115 çын сахалрах вилнине аса илтеретĕп. Çапах та унашкал вилесене минимума çитересси пирĕн задача», — çырнă Радий Хабиров соцсетьсенчи хăйĕн страницисенче.
Çулталăк пуçланнăранпа республикипе сакăр подпольнăй цех тупса хупнă, 70 пин литр ытла спирт тытăнса тăракан продукцие туртса илнĕ. Суррогата ачасене те сутнă вĕт. «Единая Россия» партин «Народный контроль» активисчĕсем кашни эрнере рейдсем ирттереççĕ, унта спирт тытăнса тăракан суррогат шĕвекĕсем тата контрафактлă сигарет сутнă самантсене тупса палăртаççĕ. Пĕтĕмпе 459 лавккана тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă 154 самант тупса палăртнă, 103 протокол çырнă.
Суррогат кăларнă тата сутнă самантсем çинчен ПР Патшалăх суту-илÿ комитечĕн «Безопасная среда» порталĕнче https://safety.openrepublic.ru/ (талăкĕпе) тата +7 (347) 218-09-87 (9.00 пуçласа 19.00 сехетчен ĕç кунĕсенче) пĕлтерме пулать.
Арина РАХИМКУЛОВА,
«ЕДИНАЯ РОССИЯ» ВПП Пушкăртстан регион уйрăмĕн пресс-секретарĕ.
Читайте нас: