2019 çулхи 11 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра ачасем хутшăннипе çул-йĕр çинче 397 инкеклĕ ĕç пулнă, унта 20 ача вилнĕ, 423-шĕ тĕрлĕрен суранланнă. Çул-йĕр инкекĕсен сăлтавĕсене тишкерни инкексен ытларах пайĕ ачасем пассажир пулнă вăхăтра (189), çуран пынă вăхăтра (154) пулнине кăтартса панă.
Асăннă вăхăтра ОГИБДД сотрудникĕсем хăрушсăрлăх пиçиххипе усăланнине, çуран çÿрекенсем çутта тавăрса яракан элементсемпе усă курнине, ачасем тăвайккисем çинчен çул хĕрринче ярăнманнине нихçанхинчен ытларах тимлеççĕ.