«Статистика тăрăх, январĕн 3-мĕшĕнче алкогольпе наркăмăшланнин шучĕ ÿсет, — палăртнă Пушкăртстан Патшалăх Собранин — Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. — Çакна та палăртмалла, суррогат продукцине ĕçе кăна наркăмăшланмаççĕ, ытлашши ĕçнипе те».
Республикăн çĕнĕ законĕ тăрăх, январĕн 4,5,6-мĕшĕсенче те алкоголь сутма чарнă, анчах та ирхи 10 сехетрен 14 сехетчен алкоголь продукцине туянма пулĕ. Январĕн 4-мĕшĕнчен 6-мĕшĕччен алкоголь психозне пула криминаллă ĕçсем, çын вĕлерни, суицидсем пулса иртеççĕ, палăртать пушкăрт парламенчĕн спикерĕ.
Ыран суррогат алкогольне сутакансене тупса палăртма рейда полицейскисем кăна мар, общество деятелĕсем тата право хÿĕлевçисем те тухĕç.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.