Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
10 Кӑрлач 2020, 15:59

Пушкăртстанра наркоушкăнсен 10 членĕ пирки приговор йышăннă

Кумертаура чăмăртаннă преступниксен ушкăнĕн 10 членĕ пирки суд приговор йышăннă. Вĕсене наркотик тытăнса тăракан веществоллă им-çам сутнă тесе айăпланă.

Икĕ хула çынни наркоушкăна пуçарса янă тата Пушкăртстан тăрăх наркотик саракан интернет-лавка йĕркеленĕ. Преступниксен ÿсĕмĕ — 21 çултан пуçласа 43 çул таран.
Усал шухăшлă çынсем «йĕркелÿçĕсем» пулнă, вĕсем хăйсен ĕçне çĕнĕ çынсене явăçтарнă, наркотикпа усăланакансемпе мессенджерсем тата наркотик партийĕсене вăрттăн вырăна вырнаçтаракан курьерсем урлă çыхăну тытнă, пĕлтернĕ регион прокуратури.
Наркоушкăн ĕç-хĕлне полицейскисем 2018 çулхи январьте чарса хунă. Виçĕ килограмм ытла усă курма юраман веществосем, электронлă виçе, вĕсене уйăрса чĕркемелли полимер хутаççисем тата сотовăй телефонсем тытса илнĕ.
Айăпланакансем хăйсен айăпне тулли мар йышăннă.
Суд вĕсене 5 çултан пуçласа 10 çул та 6 уйăха ирĕкрен хăтарнă, ăна преступниксем çирĕп режимлă колонире ирттерĕç. Приговор законлă вăя кĕмен-ха.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: