Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Кӑрлач 2020, 15:33

Атă-пушмак сутакансен налог тӳлес йӗрке улшăнать

Федераллă законсенчи çӗнĕлӗхсем 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗнӗ.

Палăртнă вăхăтра ытти режимсем çине куçман предпринимательсене налук тÿлемелли пӗтӗмӗшле системи çине куçараççӗ. Федераллă налук службин ертӳçи Премьер-министр пулса тăнăран, Налук кодексне 2019 çулта кӗнӗ улшăнусем çинчен аса илни те вырăнлă пулӗ. 325, 321, 326 федераллă законсенчи çӗнĕлӗхсем 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗнӗ.
Уйрăммăн илсен, ятарлă маркировка тумасăр сутма юраман эмел хатӗрӗсене, атă-пушмака, çемçе тиртен тунă кӗрӗксене сутнă çӗрте ЕНВД-па налог шутлассине 2020 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен усă курма пулать (Раççей Финанс министерствин 20.11.2019 çулхи 03-11-09/92662 номерлӗ çырăвӗ). Урăхла каласан, предприниматель лавккара атă-пушмак сутнă чухне 2020 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен ЕНВД налог формипе усă курма пултарать.
Енчен те налог тӳлекен асăннă услам тӗсӗсемпе ЕНВД е налогăн патент системипе (ПСН) усă курнă пулсан, унăн ЕНВД е ПСН тӳлекенӗ пек учетран тухмалла. Заявленине Налог службине çырса памалла, заявленине интернетри «Личный кабинет» урлă та яма пулать. Çакна ЕНВД тӳлес срок тухнă хыççăн 5 кун хушшинче тумалла.
Çапла майпа 2020 çулта ятарлă маркировка тунă эмел препарачӗсемпе, атă-пушмакпа, çемçе тиртен тунă тумтирпе суту-илӳ тăвакансен налог тӳлемеллеи режима суйласа илмелле. Урăхла каласан, палăртнă вăхăтра ытти режимсем çине куçман усламçăсене налогооблаженин пӗтӗмӗшле системи çине куçараççӗ.
ЕНВД-па ПСН-сăр пуçне пӗтӗмӗшле налог тӳлемелли система тата «упрощенка» - УСН пур. Енчен те усламçă 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен «упрощенка» çине куçас тет пулсан, унăн РФ Налог кодексӗн 346.13 статйин 1-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн çакăн çинчен выăнти налог службине 2019 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен 26.2-1 формăпа заявлени çырса пӗлтермелле пулнă.
Çак ыйтупа Раççейри федераллă налог службин контакт-центрне тӳлевсӗр шăнкăравласа консультаци илме пулать: 8- 800 – 222-22-22.
Читайте нас: