Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
29 Кӑрлач 2020, 11:06

Путин космосри çĕнĕ патшалăх политики çинчен указа алă пуснă

Раççейре космос отраслĕнчи патшалăх политикин çĕнĕ никĕсĕсене çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указ алă пуснă, пĕлтерет ТАСС.

Роскосмос генераллĕ директорĕн пĕрремĕш çумĕн Юрий Урличичăн сăмахĕсем тăрăх, тĕп çул-йĕр — орбита ушкăнĕсене аталантарасси тата космос уçлăхне Раççей территоринчен вĕçесси. Кунсăр пуçне инçет космоса парăнтарма пулăшакан наука тĕпчевĕсене уйрăм тимлĕхе илеççĕ.
REGNUM ИА пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ инçет космоса тĕпчессине тивĕçтерме пултаракан çĕнĕ ăрури космос техникине тумалли çинчен каланă.
REGNUM ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: