Калинин район сучĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм раштав уйăхĕнче «Дорисс парк» чарăну патĕнче ÿксе аллине хуçнă. Вăл «Дорэкс» общество тата ЖКХ управлени тĕлĕшпе тавăç (иск) çырнă. Анчах вĕсем иккĕшĕ те хăйсен айăпне йышăнман. Суд палăртнă: ЖКХ управленийĕ çулсене тивĕçлĕ пăхса тăман. Организацие хĕрарăма 78,8 пин тенкĕ тÿлемешкĕн явап хунă. Вăл шутра 70 пин тенкĕ — кăмăл-сипет тĕлĕнчен шар кăтартнăшăн, 6,1 пин тенкĕ — сипленсе тăкакланнăшăн, 2,7 тенкĕ — ĕçлейменнине пула тупăша çухатнăшăн.