— 2019 çулхи ноябрьте ГИБДД сотрудникĕсем нефть продукчĕсем янă цистернăллă КАМАЗа чарнă, — каласа панă ведомствăра. — Тормоз системи начар ĕçленине пула транспорта ятарлă стоянкăна лартнă. ГИБДД начальникне автомобиль шутра тăракан организаци представителĕ пынă, вăл машинăна çитменлĕхе пĕтермесĕрех пама ыйтнă. Айăплă тесе шухăшлакан начальник килĕшнĕ, анчах çакăншăн 11 пин тенкĕ тăракан офис кресли туянса пама ыйтнă.