Следстви палăртнă тăрăх, хĕрарăм 2018 çулта тăлăх ачасемпе инвалид ачасем валли паракан укçана хăйĕн кĕсйине чикнĕ, укçа-тенкĕ расхутланине тĕрĕслекен комиссине суя чексем панă. Право йĕркине сыхлакансем интернат сотрудникĕсенчен ыйтса пĕлеççĕ, бухгалтери отчечĕсене тĕрĕслеççĕ. Следовательсем унччен те ултав ĕçĕсем тăрăх 4 уголовнăй ĕç пуçарнă пулнă, вĕсем тăрăх шырлăха туллин саплаштарнă.