Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
27 Нарӑсӑн 2020, 15:07

Наркотик сутакансенчен нумай «синтетика» туртса илнĕ

Пушкăртстанри 12 çын пысăк калăпăшпа наркотик сутнă çĕре хутшăннă. Пĕтĕмпе 16 килограмм ытла «синтетика» туртса илнĕ.

Салаватра наркотик сутать тесе айăплакан çын пурăнакан çуртăн кил картинче оперативниксем тупнă машинăра улта килограмма яхăн синтетика наркотикĕ пулнă. Унăн çуртĕнче чĕркевсенче тата 80 грамм порошок тупнă.
Каярахпа полици сотрудникĕсем республикăра, Астрахань, Оренбург тата Самара облаçĕсен территорийĕсенче наркотик упракан вăрттăн вырăнсем тупнă. Пĕтĕмпе 10 килограмм наркотик туртса илнĕ.
ПР тăрăх ĕçлекен МВД даннăйĕсемпе, право йĕркине пăсакан ĕç-хĕле 18 çултан пуçласа 34 çулчченхи ÿсĕмри Уфа, Стерлитамак, Салават хулисен, Уфа и Иглин районĕсенче пурăнакансем хутшăннă.
Суд решенийĕпе халĕ сакăр çынна тытса хупнă, пĕрин тĕлĕшпе килти арест йышăннă, виççĕшне нихăçта та кайма юраманни пирки алă пустарнă. Уголовнăй ĕçсем пуçарнă.
Тĕпчев ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
ПР тăрăх ĕçлекен МВД пресс-служби.
Читайте нас: