Çакă маларах асăннă органсем ĕçе уççăн йĕркеленине çирĕплетет. Вĕсен хăйсен официаллă сайтне муниципалитетăн право акчĕсен проекчĕсен тексчĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркеленĕ тата ытти тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки пĕлтерекен сведенисене, саккунра палăртнă ытти информацие вырнаçтармалла.