Пушкăрт прокуратурин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, район администрацинчи культура пайĕ Ишеево ялĕнчи культура çуртне тĕплĕ юсама муниципаллă контракт тунă. Контрактăн пĕтĕмĕшле сумми 21 млн тенкĕпе танлашнă.
«Бюджет законодательствине пăсса заказчик пурнăçламан ĕçсемшĕн 2 млн тенкĕ тÿленĕ», — ăнлантарнă надзор ведомствинче.
Прокурор культура пайĕн ертçин тивĕçĕсене пурнăçлакан ячĕпе «нарушение порядка заключения, изменения контракта» статьяпа административлă ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухнă хыççăн ăна 20 пин тенкĕлĕх штраф панă.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессине прокуратура контроллет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.